| 5478 | Чӗнмен чӗкеҫ пулнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5476 | Чӗнмен чӗкеҫ пулнӑ, калаҫман калаҫ пулнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5477 | Чӗнмен чӗкеҫ пулнӑ, ҫӳле вӗҫсе кайнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5479 | Чӗнмен чухне чӗмсӗр пул. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5480 | Чӗнмен шерпет сыпнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5481 | Чӗнменӗн сӑмах ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5482 | Чӗнменлӗх вӑрттӑнлӑх усрать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5483 | Чӗнмерӗн — ҫылӑх ҫук, чӗнтӗн — калаҫса пӗтерес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5484 | Чӗнмесен чӗмсӗр теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5485 | Чӗнмесӗр юласран чӗнсе юл. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5486 | Чӗрне тӑршшӗ сӑмах чике тӑршшӗ тӑсӑлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5487 | Чике таршшӗ кайман, чӗлхи чӗп-чӗрӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5488 | Чул чӑлхене чул чӑтман. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5489 | Чун тӗпӗнчи сӑмаха арӑмна та ан кала. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5490 | Чунтан каланӑ сӑмах чул ватнӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5491 | Шарламасан шаркку ҫитереп, чӑтсан чӑкӑт парап. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5492 | Шӑмӑсӑр чӗлхе шӑмӑ хуҫать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5493 | Шӑп ларнӑ вӑхӑтра шӑпчӑк ҫуралать тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5494 | Шӑп ларсан шӑрт тухать, тӗк ларсан тӗк тухать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5495 | Шухӑша пуҫ тавра виҫӗ хут ҫавӑр та пӗрре калаҫ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5496 | Шухӑшламасӑр ан калаҫ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5497 | Шывлӑ калаҫакан шыв ҫине лартса ярӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5498 | Шывлӑ калаҫун сӗтекӗ ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5499 | Ыйтнипе чӗлхе татӑлса ӳкмест. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5500 | Ыр сӑмах каланипе чӗлхе хӑрса ӳкес ҫук. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5501 | Ыр сӑмах кӑра ҫиле ҫӗнтерет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5502 | Ыр сӑмах тутлӑ апатран та лайӑх. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5503 | Ыр сӑмах ылтӑнран хаклӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5504 | Ыр сӑмах юпана та чун панӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5505 | Ыр сӑмаха асра тыт. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5506 | Ыр сӑмаха сар ҫу кирлӗ мар. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5507 | Ыр сӑмахӑн ҫулӗ ылтӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5508 | Ыр ҫынпа юмахлӑн — пыл хыпӑн, усалпа юмахлӑн — пӑх хыпӑн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5509 | Ыр хыпар выртать, усалли юртать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5510 | Ыр хыпар хапха уҫса тухиччен усал хыпар ял касса ҫаврӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5511 | Ыр чӗлхе вилӗме те виҫ кун тӑхтатнӑ тет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5512 | Ыр чӗлхе Еккӗме те Елчӗке ҫитернӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5513 | Ырӑ калаҫнӑ ҫӗре ҫу тумлать, усал калаҫнӑ ҫӗре юн тумлать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5514 | Ырӑ канаш паракана атте-анне вырӑнне хума каланӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5515 | Ырӑ кӑмӑллӑ сӑмах ҫуркуннехи кун пек теҫҫӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5516 | Ырӑ сӑмах пылтан тутлӑ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5517 | Ырӑ сӑмах ҫынна ырӑ тӑвать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5518 | Ырӑ сӑмах чуна ӑшӑтать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5519 | Ырӑ сӑмах ылтӑнпа пӗр. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5520 | Ырӑ сӑмах ыр тӑвӗ, усал сӑмах хур тӑвӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5521 | Ырӑ ҫимӗҫ хырӑмшӑн, ырӑ сӑмах чӗрешӗн. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5522 | Ырӑ ҫын ҫумне ырӑ сӑмах, усал ҫын ҫумне усал сӑмах ҫыпҫӑнать. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5523 | Ырӑ ҫынна ыр сӑмах, ухмах ҫынна пуш сӑмах. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5524 | Ырӑ хыпар утса ҫӳрет, усал хыпар чупса ҫӳрет. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |
| 5525 | Ытлашши ан калаҫ, шӑлна тивӗ. | Сӑмах — Чӗнменлӗх |